Пӗрле ӗҫ ӑнать
Хӗллехи кунсемпе усӑ курса Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапашра пурӑнакансем пӗлтӗр кӗпер хывнӑ. Хулӑн пӑр пулни ӗҫе хӑватлӑ техникӑсӑрах тума май панӑ. Унсӑр пуҫне вӗсем урамри ҫула йӗркене кӗртнӗ. Карапашсен пуҫарулӑхӗпе тӑрӑшулӗхӗ,тен, ыттисемшӗн те тӗслӗх пулӗ.
Алена Артемкина, Никита Углев