Палӑртнӑ вӑхӑтра вӗҫлеймеҫҫӗ
Ыран "Шӑхасан-Нурӑс" республика пӗлтерӗшлӗ ҫулӑн лаптӑкне юсаса пӗтермелле. Ку - патшалӑх контракчӗпе палӑртнӑ вӑхӑт. Строительсен 3 кӗрхи уйӑхра калӑпӑшлӑ ӗҫ тумалла. "Хӑрушлӑхсӑр тата паха автомобиль ҫулӗсем" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн 12 ҫухрӑм та 400 метр лаптӑка тӗпрен ҫӗнетмелле. Ҫул-йӗр тӑвакансем юсава вӑхӑтра вӗҫлеме пултараҫҫӗ? Лару-тӑрупа халӑх фрончӗн хастарӗсем вырӑна ҫитсе кӑсӑкланчӗҫ.
Ирина Николаева, Семен Антонов